Кивӗ Эйпеҫ ялӗ Улатӑр районӗнче илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ. Ытти ялсенчен инҫетререх ларать пулин те кунти пурнӑҫ вӗресех тӑрать. Ял пӗчӗк мар пулнӑран ӗнтӗ кунти халӑх яланах хастаррӑн хӑйне кӑтартать.
Сӑмахран, Кивӗ Эйпеҫре нумай пулмасть иккӗмӗш парк уҫрӗҫ — малтанхи пекех вӑл ҫырмара вырнаҫнӑ. Ҫул хӗрринчен илемсӗр курӑнакан ҫырмана халӑх карта тытса ҫавӑрчӗ, картине штакетникран хатӗрлесе тӗрлӗ сӑрӑсемпе сӑрласа тухрӗ. Парк текенни епле-ха чечексӗр пултӑр? Чечекне те лартрӗҫ, клумба хӗррисене чулпа тата вӗрлӗкпе капӑрлатрӗҫ.
Ӗҫ-пуҫ кунпа ҫеҫ вӗҫленмӗ — малашне кунта саксем вырнаҫтарӗҫ, каҫ сӗмӗнче ларма — хунарсем лартӗҫ. Шӗшкӗрен авса тунӑ карта та планра пур.
Маттур! Кашни хӑйӗн ялне ҫапла илемлетсен кашни чӑваш ялӗ туристесене илӗртме пултарӗ!
Ҫурлан 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президенчӗ видеоканашлу мелӗпе районсемпе хуласен ертӳҫисемпе республикӑра сывлӑх сыхлавне ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. 2011-2012 ҫулсенче Программӑна пурнӑҫлама Чӑваш Ене 4 миллиард та 539 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Палӑртнӑ тӗллевсенчен пӗри вӑл сывлӑх сыхлавӗнчи учрежденисенче материаллӑ техника базине тӗпрен ылмаштарасси.
Видеоканашлура Чӑваш Республикин сывлӑха сыхлас ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Венера Муллина ҫапла пӗлтерчӗ: «Хальхи вӑхӑтра 18 ед. ҫӗнӗ йышши медицина техникине 18,5 миллион тенкӗлӗх вырнаҫтарма май килнӗ. 2012 ҫул вӗҫлениччен хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан 2 пине яхӑн техника илсе ҫӗнетме палӑртнӑ. 25 пульница тӗпрен юсаса ҫӗнетме укҫан уйӑрнӑ. Хальӗхе 7 муниципалитетра 13 медицина учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Анчах та хӑш-пӗр обьектсенче графикран юлса пынисем те пуррине асӑрхаттарнӑ. Калӑпӑр, Муркаш районӗн тӗп пульницинче хирурги корпусӗн ҫурт тӑррине утӑ уйӑхӗнчех витсе пӗтерме палӑртнӑ пулнӑ, анчах та паянхи кун та унта ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Ҫӗр айӗнчи пуянлӑх Чӑваш Енре нумаях мар — пирӗн тӑрӑхра ытларах кирпӗч ҫапма юрӑхлӑ тӑм, хӑйӑр, торф, акшар, трепел кӑлараҫҫӗ. Ытти йышшисем (ангидрит, доломит, гипс, арагонит, кварц, сланец, гранодионит) кунта сахалрах. Нефть та пур теҫҫӗ, анчах та ӑна пирӗн патра кӑларма хакла ларать.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх паян, пушӑн 3-мӗшӗнче, эксперлӑ комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ, унта «Нерудэксперт» ТМЯО Улатӑр районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи трепел пурлӑхӗн калӑпӑшне палӑртса хатӗрленӗ отчетпа паллашнӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗр хӑйӗн айӗнче C1 категорипе 5454,7 пин м³ трепел (мергел) упрать. Экспертлӑ комисси отчета пӑхса тухса вӑл калӑпӑша ҫирӗплетрӗ. Ҫӗнӗ Эйпеҫ трепелне Атрать месторожденири (Улатӑр районӗ) тӑмпа хутӑшса керемика япалисене ӑсталама усӑ курӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх йӑлӑм енчи пушара тытса чарнӑ, вӑл малалла сарӑлассин хӑрушлӑх ҫук. Северный посёлок ҫыннисем (ҫав шутра Первомайскинче, Пролетарскинче пурӑнаканнисем те) хӑйсен килӗсене те таврӑна пуҫланӑ.
ИӖМ информацийӗ тӑрӑх ҫулӑм хальхи вӑхӑтра 10 гектарта алхасать. Ку вырӑн 53 тата 55 №-лӗ шурлӑ кварталсенче, Лебединое кӳлӗрен ҫӳрҫӗререх вырнаҫнӑ. Пушарпа 412 ҫын, 100 ытла техника кӗрешет. Лабораторисенчи тӗрӗслев тӑрӑх сывлӑшри углерод йӳҫекӗпе озот диоксид шайӗ юракан концентрацинчен иртмест.
«Сӑрҫум» заповедникри тата Улатӑр районӗнчи Кире вӑрман хуҫалахӗнчи пушарсене те тытса чарнӑ.
Ҫитес вӑхӑтра пушарпа кӗрешекенсен йышӗ майӗпен чакӗ. Пушарсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти сывлӑш та тасаласса шанмалла.
Ҫурлан 7-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи «Агрохмель» хуҫалӑрхра пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игрнатьев ҫакӑн пек сӑмахсем каларӗ: «Хӑмла пӑхса ӳстересси ҫӑмӑл мар, нумай ӗҫлеме тивет. Хамӑр симӗс ылттӑна, Чӑваш Ен пуянлӑхне, эпир ҫӗнӗрен чӗртсе упраса хӑваратпӑрах» (вырӑсларан Admin куҫарнӑ). Фирмӑн ертӳҫи Борис Семёнов пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑмлана ӳстернисӗр пуҫне кайран сутма та вырнаҫтарма та йывӑр. Кӑҫал тата типӗ ҫанталӑк тӑни те тупӑш илме пулӑшаймасть — хӑмла сахал. Ҫавах та чӑвашӑн ӗҫлемелле — вӑл ӗмӗртенпех хӑмла ӳстернӗ, тесе палӑртрӗ «Агрохмель» ертӳҫи.
Ҫавӑн пекех Михаил Игрнатьев иртнӗ шӑматкун Вӑрнар тата Йӗпреҫ районӗсенчи ытти ял хуҫалӑхсенче пулса курчӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Костер тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе кӑсӑкланчӗ. Кӗҫӗн Ҫӑвал ҫинчи пӗвепе паллашрӗ — кӑҫалхи шӑрӑхра вӗсем шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва самай ҫӑмӑллатрӗҫ ӗнтӗ.
Ҫак ӗҫлӗ ҫулҫӳреве Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ пӗтӗмлетнӗ май пурне те ҫулӑмпа асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ, пушар тухсан унпа пӗрле кӗрешмелле терӗ.
Мӑкшӑ Республикинчи Ардатов районне кӗрекен Баево ялӗнче нумай пулмасть Степан Эрьзя скульптора асӑнса чупу иртрӗ. Ӑмӑртура Мӑкшӑ, Тутар тата Чӑваш Республкинчи спортсменсем тупӑшрӗҫ.
Степан Эрьзя Улатӑр тӑрӑхӗнче ҫитӗнче ӳснӗ, ҫавна май улатӑрсем ку чупӑва яланах хутшӑнаҫҫӗ. Хальхинче Игорь Куделькинпа (чукун ҫул транспорт техникумӗнче вӗренет) Анастасия Блохинцева (вырӑнти ЧПУ филиалӗнче ӑс пухать) тата Константин Блохинцев («Атӑлинҫеҫыхӑну» уйрӑмӗнче тӑрӑшать) кайрӗҫ. Ку ӑмӑртурӑва вӗсем малтан та хутшӑннӑ, пӗрремеш вырӑнсем йышӑннӑ. Шел, хыпар ҫӑлкуҫӗ кӑҫалхи пӗтӗмлетӳсене пӗлтермест.
Аслисен 10 ҫухрӑм, ҫамрӑксен вара виҫҫӗ ҫурӑ чупмалла пулнӑ.
Ку ҫул Улатӑрта ҫӗнӗ лутра кӗпер хывма пуҫлӗҫ. Ӑна малтан сӗтел-пукан фабрики ларнӑ вырӑнта тума пуҫлӗҫ. Кӗпере хатӗрлеме 77 млн тенкӗ кирлӗ.
Хальхи вӑхӑтра проектпа смета хучӗсене хатӗрлесе ҫитереҫҫӗ. Ӑна хатӗрлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн кӗпере тендерпа хываканне шырама пуҫлӗҫ.
«Гипростроймост-Ульяновск» ХАО — тендера хутшӑнма шутлаканскерсенчен пӗри. Вӗсем унччен те хулара кӗперсем хывнӑ. Сӑмахран, нумай пулмасть «Улатӑр» станци патӗнчи чукун ҫулсем ҫийӗн питӗ чаплӑ кӗпер ӗҫе кӗртрӗҫ.
Ӗнер ХАО ертӳҫисем Уларӑра ҫитсе пуҫлӑхсемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Енчер те тендерта ҫӗнтес пулсан кӗпере 8 уйӑх хушшинче туса лартма шантарчӗҫ.
Ҫӗнӗ Эйпеҫ культура ҫуртӗнче «Юмах» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартрӗ. Ку ушкӑн шкул ҫулне ҫитмен ачасенчен тӑрать, ҫавна кура вӗсен юррисемпе ташшисене курма яланах нумай халӑх пуханать. Хальхинче те халах тӑп-тулличчӗ. Ачасем юрӑсене чӑвашла тата вырӑсла юрласа пачӗҫ, ташшисене чуна илмелле ташларӗҫ.
«Улатӑр хыпарӗ» (Алатырские вести) хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ! Хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ 1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Знамя труда» (Ӗҫ ялавӗ) ятпа тухнӑ, шӑп та лӑп 90 ҫул каялла. Ҫапла вара Чӑваш Енре тухса тӑракан район хаҫачӗсенчен вӑл чи ваттисем шутне кӗрет. Вӑрӑм кун-ҫулӗ хушшинче хаҫатӑн ячӗ нумай хутчен улшӑннӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра вӑл «Крестьянин и рабочий» (Хресченпе рабочий), «Путь революции» (Революци ҫулӗ), «Наша жизнь» (Пирӗн пурнӑҫ), «Трудовая газета» (Ӗҫ хаҫачӗ), «Ленинский путь» (Ленин ҫулӗ) ятсемпе тухнӑ. 1992 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вара хальхи ятпа тухать. Халӗ хаҫат 3 пинлӗ тиражпа тухать.
Тата каласа хӑварас пулать — 2005 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мешӗнче хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Чӑваш Енре «Астӑвӑм» ярӑмӗнчен юлашки кӗнеки пичетлесе тухнӑ. Ку ярӑмӑн иккӗмӗш пайне 1995 ҫулта хатӗрлеме пуҫланӑ. Юлашки томне вара вӑрҫӑран таврӑннисен хушамачӗсене кӗртнӗ. Кӗнекере Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнчи, Ҫӗмӗрле хулипе Ҫӗмӗрле районӗнчи тата ҫавӑн пекех Вӑрмар, Тӑвай районӗнчи ветерансем ҫинчен вулама пулать.
Кӗнекен тиражӗ 2 пинрен яхӑн. Кӗнеке вулавӑшсене, маларах асӑннӑ хуласемпе районсен тӑрӑхӗсене ҫитӗ.
Ярӑма 17 ҫул каялла хатӗрлеме пуҫланӑ. Кӗнеке авторӗсен ку вӑхӑт хушшинче самай материал пухӑннӑ. Анчах та кӗнеке калӑпӑшне пурне те кӗртме май ҫук ҫав. Вал материалсене кӗртес тесе районсемпе хуласен уйрӑм «Астӑвӑм» кӗнекисене кӑларма шухӑшлаҫҫӗ.
Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи «Астӑвӑм» кӗнекин редколлегийӗ чӑваш кӑларӑмӗ чи лайӑххисен шутӗнче тесе шутлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |